Çар служащийĕсене пулăшнăшăн

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.09.2025, 14:35 Просмотров: 255

xCCsNhlerQBTGUiftF0MZhjfV1mYGRwS0rm4GElejI ZVa4O5VkYBg05G8W4HS G2NzH8UxUQIrEFGlhbQIPK7Nb1111

Елчĕкри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Карина Батракова çак кунсенче «СВОна пулăшнăшăн» медаль илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Вăл - «Ырă кăмăллă чĕресем» командăн хастар волонтерĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă кунранпах хăй пурăнакан Якуньккă ялĕнчи çынсемпе пĕрле маскировка тетелĕсем çыхать.

Çак медале ăна 589-мĕш мотострелковăй полк командованийĕ ячĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакан Евгений Робертович шкулти линейкăра савăнăçлă лару-тăрура пачĕ. Мероприятие Куславкка муниципаллă округăн Карачри территори пайĕн начальникĕ Ираида Ларионова, Илепарти, Якуньккăри, Минкĕшри тата Куславкка хулинчи хастар волонтерсем хутшăнчĕç.

Шкул директорĕ Елена Чердакова Карина ĕçне çакăн пек пысăка хурса хакланăшăн пурне те ăшшăн тав турĕ. Вăл çавăн пекех пирĕн вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, учительсем тата кунта ĕçлекенсем ятарлă çар операцинчи ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухма яланах хутшăннине, Çĕнтерĕве çывхартма хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшнине палăртса хăварчĕ.

Н. Николаева.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники