Куславкка муниципаллă округ пуçлăхĕ Алексей Людков И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе Андрей Александровпа тĕл пулчĕ. Калаçу, тĕпрен илсен, пирĕн тăрăхри шкулсенчен вĕренсе тухакан каччăсемпе хĕрсем республикăри аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенире малалла ăс пухасси çинчен пычĕ.
Чăваш патшалăх университечĕ тĕрлĕ профиллĕ специалистсем хатĕрлет. Çавăнпа тĕллевлĕ вĕренессипе çыхăннă ыйту уйрăмах интереслентерет, вăл округа малашне кадрсемпе туллин тивĕçтерессине татса пама пулăшĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухнă хыççăн çамрăксем тăван кĕтесе каялла таврăнни пирĕншĕн питĕ паха.
Муниципалитет ертÿçипе Алексей Людковпа Андрей Юрьевич каччăсемпе хĕрсем пĕр-пĕр профессие алла илме, Куславкка округĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарса пыма пултарччăр тесе малашне те килĕштерсе ĕçлесси пирки калаçса татăлчĕç.
О. МИХАЙЛОВА.
Ноябрь 2025 |
