Куславккари халăха комплекслă пулăшу паракан центрта «Канлĕ ватлăх» клуба çÿрекенсем валли «Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ» ятлă вăйă ирттернĕ.
Телевиденипе пыракан çак передачăна кăмăллакансем унта савăнсах хутшăннă, сывлăхлă пурнăç йĕркипе çыхăннă темăна хăйсем аван пĕлнине кăтартса панă. Вĕсем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă, тĕрĕс хуравсем панăшăн призсем илме тивĕçлĕ пулнă. Вăййа хутшăнакансене хавхалантармалли парнесем вырăнĕнче ку хутĕнче килти пахчасенче ÿстернĕ пахчаçимĕç пулнă.
Суперприза ĕç ветеранĕ Валентина Абрамова тивĕçнĕ, клеткăсенче пытаннă сăмаха вăл тÿрех тавçăрса илнĕ, çавна май чи пысăк кабачока (тăрăхла кавăна) тивĕçнĕ.
Е. ЧАПУРИНА.
Сентябрь 2025 |