Ĕмĕр асра хăварма

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.09.2025, 15:01 Просмотров: 36

kw5nto62qov2qeimccp5swa97jfsm2lhj2uut4mk5qr km5yjbdofzr737oygoeb7bckia2atquvyad500gnqtrs md

Елчĕкри вăтам шкулта ĕçленĕ вăхăтра тĕрлĕ çулсенче фронта тухса кайнă учительсене асăнса тата Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ, Раççей Федерацийĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен, Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ пынă ятпа çамрăк армеецсем директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕпе - хăрушсăрлăх никĕсĕсене тата Çĕршыва хÿтĕлеме вĕрентекенпе пĕрле шкул картишĕнче уртăшпа туя (кипарис йышши йывăç) хунавĕсем лартрĕç.

 Шкул ачисемшĕн ку мероприяти территорие илем кÿмелли черетлĕ акци кăна пулмарĕ. Эпир кăçал астăвăм скверĕ уçма шутларăмăр, унта ветерансем, пулас ăрусем ларса канма, пирĕн асаттесемпе кукаçисен, асаннесемпе кукамайсен паттăрлăхне аса илме, çав паттăрла ĕçсене ĕмĕр асра хăварма пултарĕç. Историре пысăк пĕлтерĕш йышăнакан пулăма халăх асĕнче упраса хăварма пулăшнипе эпир мухтанатпăр. Шăпах ĕнтĕ çакăн пек акцисем шкулта вĕренекенсене ырă йăла-йĕркене ăруран ăрăва упраса пыма хавхалантараççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники