Çамрăк агрономсем - хирте

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.09.2025, 15:02 Просмотров: 37

photo 2025 09 24 13 49 00 md

Куснарти вăтам шкулта йĕркеленĕ агроушкăна çÿрекен ачасем нумай пулмасть кукуруза ÿсекен уя çитсе курчĕç. Çак мероприятие вĕсен тĕнчекурăмне ÿстерес тата ялхуçалăх культурисемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелерĕç.

Экскурси вăхăтĕнче ачасем кукуруза çинчен нумай интереслине пĕлме пултарчĕç. Вĕсене ку культурăна мĕнле акса ÿстерни, вăл организмшăн мĕнпе усăллă пулни тата этем, выльăх-чĕрлĕх рационĕнче мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа кăтартрĕç. Ачасем çак ÿсентăран мĕнле ÿснипе те, ăна мĕнле пăхмаллипе те интересленчĕç.

Курни-илтни пĕчĕккисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Экскурси вăхăтĕнче арçын ачасемпе хĕрачасем пирĕн пурнăçра ялхуçалăхĕ пысăк вырăн йышăннине хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники