Куçсене сиплет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.09.2025, 15:05 Просмотров: 46

Семенова врач

Куçсем - питĕ кирлĕ орган, вĕсем пулăшнипе этем тавралăхра пулса иртекен пулăмсен 90 ытла процентне пĕлсе-курса тăрать. Вĕсем пире тĕнчери илемпе туллин киленме май параççĕ. Анчах та пурнăç шайĕнчен юлас мар тенипе эпир кашни утăмрах хамăр куçсене начар витĕм кÿрекен тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулатпăр. Çавăнпа та вĕсене нумай çул хушши ырă-сывă упрас тесен гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Чи кирли -тухтăр патĕнче тăтăшах пулмалла. Çавăнпа куславаккасене ырă хыпар пĕлтересшĕн - сентябрĕн 1-мĕшĕнчен районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра куç чирĕсемпе ĕçлекен тухтăр йышăнма тытăнчĕ. Мария Семенова Тĕрлемес станцийĕ- нче çуралса ÿснĕ. 2021 çулта Хусанти патшалăх медицина университетĕнчен вĕренсе тухнă, 2025 çулхи июльте Шупашкарта врачсен пĕлĕвне ÿстермелли институтра ординатура пĕтернĕ.

«Ачалăхăм больницăра иртрĕ теме пулать. Ман инке унта стоматолог пулса тăрăшатчĕ. Эпĕ ун патне çÿреме, вăл мĕнле ĕçленине сăнаса ларма юрататтăм, хама тухтăр пекех туяттăм вара. Инке патне час-часах çÿренĕрен мана унта вăй хуракансем палласа çитнĕччĕ ĕнтĕ, ăшшăн кĕтсе илетчĕç. Унпа пĕрле ĕçрен таврăннă чухне çул çинче вăл йышăннă пациентсене тăтăшах тĕл пулаттăмăр, лешсем ăна хисеплесе сывлăх сунатчĕç, тав тăватчĕç. Шăпах ĕнтĕ çав тĕлпулусене асра тытса эпĕ тухтăр пулатăпах тесе шутларăм, анчах та пулас професси пирки шухăшласах кайманччĕ. Анчах та хам Куславкка районĕнчи тĕп больницăра ĕçлессине пĕлеттĕм.

Офтальмолог пулас ĕмĕт пуçласа физика урокĕнче çуралчĕ. Пире питĕ пултаруллă учитель вĕрентетчĕ ку предметпа. Пĕррехинче вăл çутă этем куçне мĕнле витĕм кÿни çинчен каласа кăтартрĕ, çакна пĕлни пулас медицина ĕçченĕсене питех те кирлине палăртрĕ. Эпĕ район больницин официаллă сайтне кĕтĕм, мĕнле специалистсем кирлипе интереслентĕм. Вакансисен йĕркинче чи малтан офтальмолог кирлине асăрхарăм. Вара куç тухтăрĕ пулатăпах тесе тĕллев лартрăм», - каласа пачĕ Мария Семенова.

Çамрăк врач оррдинатурăра «Вăрăм та хускануллă пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕллевлĕ майпа вĕреннĕ.

Аса илтеретпĕр: Куславкка районĕнчи тĕп больницăра çамрăк специалистсене ĕçе илес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Раççейре 2030 çулччен «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем вăйра тăраççĕ. 2023 çултан пуçласа халăх сахал пурăнакан ялсемпе пĕчĕк хуласене ĕçлеме каякан тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсене социаллă тÿлев параççĕ. Кăмăл тăвакансем тĕллевлĕ майпа медицина пĕлĕвĕ илме пултараççĕ.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники