Юрать-ха шлем тăхăннă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.09.2025, 15:10 Просмотров: 339

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче каçхине 4 сехет те 50 минутра Муркарти Нагорнăй урамра «Авантис» маркăллă питбайкпа пынă каччă аварие лекнĕ - вак чул сарнă çул çинче çаврăнса ÿкнĕ. Çакна курнă çынсем васкавлă пулăшу тата çул-йĕрпе патруль службине чĕнсе илнĕ. Тăнне çухатнă каччăна Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине ăсатнă.

Вăл колледжра иккĕмĕш курсра вĕренни паллă. Инкеке лекнĕ чухне каччă шлем тăхăннă пулнă, анчах та водитель правине илме ĕлкĕреймен.

Ку факт тăрăх Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем тĕрĕслев ирттереççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники