Чуна ăшăтакан асаилÿсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 03.10.2025, 15:36 Просмотров: 18

yghskanw6p1bfvl3vgxwbsd5iutwj4cmnvmy6dhl5o ygwcxy zdnzmknjxuhlwer0dkc25tq4tu0jv9annxr49m md

Елчĕкри вăтам шкулти ачасем çак кунсенче Куславкка округĕнче йĕркеленĕ «Воспитательпе пĕрле - асра юлнă самантсем» ятлă çамрăксен акцине хутшăнчĕç.

Вĕренекенсем тата «Ырă чĕресем» команда волонтерĕсем директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕпе Надежда Николаевăпа пĕрле шкулти ачасен кĕске вăхăтлăх ушкăнĕнче ĕçлекен Лариса Романова, Галина Михайлова воспитательсемпе, вĕсене пулăшакан Елена Абуковăпа тĕл пулчĕç. Вĕсене професси уявĕпе - воспитатель тата шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен кунĕ- пе ăшшăн саламларĕç. Воспитатель пуласси - чыс тата калама çук пысăк яваплăх пулнине палăртрĕç.

Хăйсен юратнă педагогĕсен ячĕпе ачасем ырă та ăшă сăмахсем каларĕç, чĕрĕ чечексем пачĕç, сăваплă ĕçĕшĕн, профессие юратнăшăн, пĕчĕк ачасене чун ăшшине панăшăн тав турĕç.

9-мĕш класра вĕренекен А. Осипова Елчĕк шкулĕнче воспитатель пулса нумай çул хушши тăрăшнă педагогика ĕçĕн ветеранĕ Наталья Смирнова патĕнче пулчĕ, ăна та професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, чечек çыххи парнелерĕ.

Çак тĕлпулусем вĕсем хушшинчи çыхăнăва татах та çирĕплетме, общество аталанăвĕнче тата çамрăк ăрăва воспитани парассинче шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен тÿпи те сахал мар иккенне туллинрех ăнланса илме пулăшрĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники