Социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсемпе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 03.10.2025, 15:41 Просмотров: 21

Судпа айăпланă çынсене социаллă пулăшу çинчен каласа ăнлантарасси ĕçпе юсанмалли учрежденисенче тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрать. Куславккари колонире ларакан, айăплав срокĕ вĕçленсе пыракан хĕрарăмсемпе социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Валентина Егорова тĕл пулчĕ.

Вăл малашне вĕсем мĕнле пулăшупа усă курма пултарни, ĕçе вырнаçтаракан службăра йышăнакан йĕрке, çĕнĕ профессие алла илме май паракан программăсем çинчен каласа пачĕ. Судпа айăпланнисем пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă документсене çырса хатĕ-рлес, пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу, ачисем валли пĕрлехи пособи илес ыйтусемпе ытларах интересленчĕç. Валентина Александровна вĕсем çине туллин хуравларĕ.

Мероприяти вĕçленеспе социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçипе кашни хĕрарăм уйрăммăн та тĕл пулса калаçма пултарчĕ.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники