Вĕренекенсен апатланăвне мĕнле йĕркеленине халалласа Тĕрлемесри вăтам шкулта «Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕ» проектăн черетлĕ тапхăрĕ иртрĕ.
Ку хутĕнче тĕрĕслевçĕсен тивĕçне пĕрремĕш классенчи ачасен ашшĕ-амăшĕсем пурнăçларĕç. Вĕсем столовăйри тасалăхпа йĕркелĕхе, блюдăсем çирĕплетнĕ менюпа килĕшсе тăнине тĕрĕслерĕç, кашнинех канăç паман ыйту çине хуравлама тăрăшрĕç. Ыйтăвĕ вара пĕрре: «Шкулта тутлă çитереççĕ-и?».
Тĕрĕслевçĕсем вĕренекенсем валли хатĕрленĕ апат-çимĕçе те тутанса пăхрĕç. Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: шкулти столовăйĕнче питĕ тутлă пĕçереççĕ, арçын ачасемпе хĕрачасем çирĕплетнĕ менюпа килĕшÿллĕн вĕри апат çиме пултараççĕ. Унăн пахалăхне вĕренекенсем пысăк хак пани вара чăннипех те савăнтарать. Шкул ачисемпе тĕл пулса калаçнă май пĕрремĕш класа çÿрекенсен ашшĕ-амăшĕсем столовăйĕнчи апат-çимĕç пурне те килĕшни, пурте савăнсах апатланни çинчен пĕлме пултарчĕç.
Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсене пахалăхлă тата тутлă çитерессине пысăк тимлĕх уйăрнине тĕрĕслевçĕсем хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Ачасем кăмăллă пулни шкулти столовăйра ĕçлекенсен ĕçне пысăка хурса хакланине пĕлтерет те ĕнтĕ.
К. ГУРЕНЬКОВА.
Октябрь 2025 |