Футбол - илемлĕ вăйă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.10.2025, 15:13 Просмотров: 19

Спорт

Çулталăк пуçланнăранпа Куславкка округĕнче футболла выляссипе 5 турнир иртрĕ. Финалти матчсем шăматкун, октябрĕн 4-мĕшĕнче пулчĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ 5 ăмăртуран тăваттăшĕнче Куславкка хулинчи «Торпедо» команда çĕнтернине палăртса хăвармалла. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине, ĕçпе юрă тата спорт уявне Акатуя, Физкультурниксен кунне тата футболла вылямалли тапхăра хупнине халалланă турнирсенче тĕп призсем çĕнсе илчĕ.

«Торпедо» çавăн пекех управлени ротин командирне, гварди лейтенантне Артем Сергеевич Платонова асăнса йĕркеленĕ турнирта та мала тухрĕ, анчах пĕтĕмĕшле очкосемпе иккĕмĕш вырăн çеç йышăнчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - умĕнхи ăмăртусенче пĕр хутчен çеç мар лайăх вылянине кăтартса панă Тĕмшерти территори пайĕн футболисчĕсем.

«Футбол интереслĕ вăйă пулнипе пĕрлех тĕрлĕ ÿсĕмри вăйăçсене тата тĕрлĕ профессипе ĕçлекенсене пĕрлештерет. Хамăр округра пурăнакан, турнирсем ирттерессине ырласа йышăннă, хăйсен командисене йĕркеленĕ çынсене тав тăватăп. Шăпах ĕнтĕ эсир хастар хутшăннипе çак вăйăсем интереслĕ, нумайлăха асра юлмалла иртрĕç»,- тесе палăртрĕ муниципалитет ертÿçи Алексей Людков.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники