Салтак амăшĕсене хисеплесе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.10.2025, 15:15 Просмотров: 21

5PvUD8lt8FI38SnEQxgc0t7W tdhgFZTIXQq2rYcaiXFew0mssWJf46KKgSGhTUqc0FIRpSD9CdouqK03oinnXVG

Пирĕн çар служащийĕсем ятарлă çар операцийĕнче çĕнтерессинче амăшĕсен тупи те пысăк. Темиçе çул каялла пурнăçра çакăн пек пулса тухасса, повестка илнĕ хыççăн ывăлĕсем СВОна тухса каясса вĕсем тĕлленме те пултарайман.

Хĕрарăмсем шухăшĕсемпе пĕрле яланах ачисем тăшманпа çапăçакан вырăнта. Ывăлĕсем çĕнтерÿпе часах киле таврăнасса вĕсем чăтайми кĕтеççĕ, çапла пуласса амăшĕн чĕри çирĕп ĕненет.Çĕршыв умне пысăк йывăрлăх сиксе тухсан вĕсен ывăлĕсем ăна хÿтĕлеме тăчĕç, хăйсен сăваплă тивĕçне пурнăçлама хатĕр пулнине кăтартса пачĕç.

Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ-нче Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе психологи тренингĕ иртрĕ. Çак мероприятие муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Надежда Лукинова та хутшăнчĕ, тивĕçлĕ канури çынсене телейлĕ те вăрăм кунçул, çирĕп сывлăх сунчĕ, чăтăмлă, иксĕлми ырă кăмăллă пулнăшăн чунтан тав турĕ. Хисеплĕ те сумлă ватăсем ячĕпе Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр директорĕ Елена Чапурина та нумай ырă сăмах каларĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсем çавра сĕтел хушшинче чей ĕçсе ларнă май çамрăк чухнехи çулĕ-сене аса илчĕç. «Благоделы» АНО фонд хатĕрленĕ пысăках мар парнесене ăшшăн тав туса йышăнчĕç.

«Пенсие тухнă кашни çынна çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, çемьере телей сунас килет, пире çак мероприятие хисеплесе чĕннĕшĕн Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ĕçлекенсене тав сăмахĕ калатпăр», - терĕ юлашкинчен СВОна хутшăнакан салтак амăшĕ Надежда Васильевна.

Е. ПЛОТНИКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники