Чыс та мухтав сире, çĕр ĕçченĕсем!

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.10.2025, 14:12 Просмотров: 20

DSC 5690

Сисмерĕмĕр те, октябрь уйăхĕн çурри иртсе кайрĕ. Çĕрĕçченĕ-сем уй-хирти кĕрхи ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех. Пахчаçимĕç тата çĕрулми туса илекен хуçалăхсенче юлашки гектарсем çинче вăй хураççĕ.

Кăçал республикăра, çавăн пекех пирĕн округри ялхуçалăх организацийĕсенче те тĕштырăсем ăнса пулчĕç. Кунерти Геннадий Сорокин фермер та тухăçпа кăмăллă. Эпир ăна Ырашпулăх ялĕ патĕнчи склад умĕнче тĕл пултăмăр, унтах пысăк тиевлĕ икĕ «КамАЗ» тăратчĕ, çак кун пурĕ тăватă автомашина урпа тиесе янă иккен. Геннадий Николаевичпа малалла сăмахланă май пĕрисем - Ленинград облаçĕнчен, теприсем Хусантан килнине пĕлтĕмĕр. Умĕнхи кун та икĕ автомашина ăсатнă, 45-48-шар тонна кĕрекен «КамАЗпа».

Çанталăк уяр тăнипе усă курса, КФХ ертÿçи килес çулхи çураки валли çунтармалли-сĕ-рмелли материалсем, удобрени ытларах туянса юлма палăртать. Кун валли укçа-тенкĕ самаях кирлĕ пулать, çавăнпа урпа сутма шутланă та. Геннадий Сорокин каланă тăрăх, кăçал çак культурăна 700 гектар лаптăкра çитĕ- нтернĕ, тухăç вăтамран пĕр гектартан 36 центнер тухнă.

Тулă та лайăх кăтартусемпе савăнтарнă, ăна пĕр гектартан 36 центнер ытла пухса илнĕ. Çакна опытлă фермер элита вăрлăхпа кăна усă курнипе, калчасене вăхăтра удобренипе апатлантарнипе ăнлантарса парать. Çапах та тĕштырă хакĕ халлĕхе йÿнĕ пулни самаях пăшăрхантарать ăна. Çавăнпа тырă курттăмăн тата нумайрах туянакансемпе ĕçлеме тивет. Ку вара - Геннадий Николаевичăн хĕрĕн Мартăн тивĕçĕ, вăл хуçалăхра бухгалтер шутланать.

Ытти çулсенчи пекех КФХра пĕр çынсемех тăрăшаççĕ: Георгий Кашаев, Николай Петров, Игорь Григорьев, Валерий Соловьев, Владислав Петров, Владимир Архипов. Пурте тăрăшуллă, виçĕ Т-150 тата ултă МТЗ тракторсемпе вĕсем уя сухаланă, çурхи тата кĕрхи культурăсем вăхăтра акса хăварнă. Кăçал кĕркунне Владимир Архипов, Георгий Кашаев тата Валерий Соловьев уй-хир карапĕсемпе 2000 гектар çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене шутлă кунсенче тата пысăк пахалăхпа вырса илнĕ. Кĕркунне мĕнпур лаптăкра çĕртме сухи тунă, 700 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă.

КФХ ертÿçин кăмăл-туйăмĕ аван. Вăл черетлĕ ялхуçалăх çулталăкĕ йĕркеллĕ иртсе пынине, çывăх вăхăтра паркри техникăна юсаса хĕллехи вăхăта упрама лартассине палăртать. Умри йывăрлăхсене пăхмасăр паянах çитес çул çуркунне акма пахалăхлă вăрлăх, удобрени çителĕклĕ туянасси çинчен те шухăшлать. Тепĕр тесен, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхнă вăл, мĕншĕн тесен тар тăкса ÿстернĕ çăкăр хакне çамрăклах аван пĕлет.

В. ВОРОБЬЕВА.

Ÿкерчĕк çинче: Геннадий Сорокин, Игорь Григорьев, Георгий Кашаев.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники