Хваттерлĕ пулчĕç

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.10.2025, 14:17 Просмотров: 242

хватерле пулчещ

Çĕнĕ хваттере е çĕнĕ çурта пурăнма куçни - кашни çыншăн питĕ пысăк пулăм шутланать. Куславкка хулинчи икĕ çамрăк пурнăçĕнче те çак кунсенче нумайлăха асра юлакан пулăм пулса иртрĕ.

Патшалăх программипе килĕшÿллĕн муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕн хÿ-тлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасен категоринче шутланакан Александр Петрикова тата Наталья Александровăна савăнăçлă лару-тăрура хăтлă хваттерсен уççисене пачĕ.

Халĕ тинех ĕнтĕ çамрăксен хăйсен хваттерĕсем пур. Алексей Николаевич вĕсене пурнăçри çак чаплă пулăмпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх тата кил ăшшине упраса пурăнма сунчĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники