Талантлă сцена ăстисем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.10.2025, 14:20 Просмотров: 224

Шкул пурнаще

Районти Культура çуртĕнче нумай пулмасть Чăваш Республикинчи шкул театрĕсен «АСАМ» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕнчи кăтартăвĕ иртрĕ. Кăçал ăна Раççейре Çĕршыв Хÿтĕ-левçисен çулталăкне тата Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă.

Фестивальте Куснар шкулĕнчи «Вдохновение» театр коллективĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кунерти «Синяя птица» тата Елчĕкри «Маскарад» ушкăнсем. Куснарсем çывăх вăхăтра фестивалĕн республикăри тапхăрĕнче пирĕн округ чысне хÿтĕлĕç.

Мероприятире çавăн пекех тĕрлĕ номинацисен çĕнтерÿçисене те палăртнă. Тĕрлемесри вăтам шкулти «Петрушка» коллектив «Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ» номинацире çĕнтернĕ. «Чи лайăх музыка спектаклĕ» ята Куславккари 3-мĕш вăтам шкулти «Ритм» коллектив тивĕçнĕ.

Хĕрарăмсемпе арçынсен ролĕсене чи лайăх вылякансем хушшинче Куславккари 2-мĕш вăтам шкулти Светлана Егоровăпа («Вдохновение») Куснарти Кирилл Кузьмин («Вдохновение») тата Елчĕк шкулĕнчи Игорь Чернов («Маскарад») çĕнтернĕ.

Н. ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники