Сиенлĕ йăласем пурнăçа кĕскетеççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.10.2025, 14:41 Просмотров: 23

68b87593 0ea8 4f19 b0e4 b9aa2070f5ea md

Сиенлĕ йăласем - пирус туртни, эрех-сăра ĕçни тата наркотиксене иленни - 12-16 çулсенчи ачасен сывлăхне пысăк сиен кÿреççĕ. Сывлăхлă та йĕркеллĕ ÿсес тесен, аслă классенче пĕлÿ пухакансен хăйсен пурнăçĕ тата ÿт-пĕвĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла.

Тĕрлемесри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем çакна шута илсе нумай пулмасть калаçу сехетĕнче сиенлĕ йăласене сÿтсе яврĕç. Класс ертÿçи вĕсене пирус туртни ÿпкене начар енчен витĕм кÿ- ни, чĕрепе рак чирĕсем патне илсе пыни, эрех-сăра ĕçни пуç мимин ĕçне хавшатни, ăс-тăна чакарни, наркотиксем психикăна пăсни, пĕтĕм организма аркатни çинчен аса илтерчĕ. Çул çитмен çамрăксем хушшинче юлашки çулсенче сиенлĕ тĕтĕмпе наркăмăшланакансем сахалланни çинчен каларĕ. Сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пыракан юлташсемпе тата çемьесемпе туслă пулни, пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшни маларах асăннă начар йăласене хирĕç тăма пулăшаççĕ. Спортпа ытларах интересленсен, пултарулăха аталантарма тăрăшсан çеç сиенлĕ йăласенчен часрах хăтăлма, вĕсене пĕтерме пулать. Сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын ыттисенчен вăйлăрах та, телейлĕрех те.

Калаçу сехечĕ вĕçленеспе вуннăмĕшсем сиенлĕ йăласене сивлени, вĕсене хирĕç пулни çинчен пĕлтерчĕç, çакна вĕсем пурнăçа хакланипе, çĕршывшăн кирлĕ çынсем пулма тăрăшнипе ăнлантарса пачĕç. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлни çынна хăйне ытларах хаклама хĕтĕртет.

Е. ЗАХАРОВА,

Тĕрлемесри вăтам шкулти 10-мĕш класс ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники