Наркотиксене - çук!

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.10.2025, 14:41 Просмотров: 19

Октябрĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен çĕршывра Пĕтĕм Раççейри «Ăçта вилĕмпе сутă туни çинчен пĕлтер!» акцин иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Пуçарăвăн тĕп тĕллевĕ - наркотиклă хатĕрсен саккунсăр çаврăнăшне тата вĕсемпе усă курнине хирĕç кĕрешесси.

Округри поселенисем хушшинчи тĕп библиотекăра ĕçлекен Лилия Челдрикова «Звездочка» ача сачĕн воспитательниципе О. Шуйскаяпа пĕрле çак кунсенче «Ăçта вилĕмпе сутă туни çинчен пĕлтер» ятлă акци ирттерчĕç. Вĕсем «Фонарики» ушкăна çÿ- рекенсен ашшĕ-амăшĕсене наркотиклă хатĕрсем организма наркăмăшлани, сиенлĕ йăласене хирĕç кĕрешмелли тата сывлăхлă пурнăçа пропагандăламалли çинчен каласа пачĕç. Ачасен ашшĕ-амăшĕсене çавăн пекех «Йывăрлăхран хăтăлас тесен», «Наркотиксем - пĕрлехи инкек: пĕрле чарса лартар!», «Ачасене наркотиксенчен хăтарăр!» ятлă буклетсем валеçсе пачĕç. Вĕсене вуласа арçын ачасемпе хĕрачасене сиенлĕ йăласенчен хăтарма, çамрăксен сывлăхне упраса хăварма пулăшакан сĕнÿсемпе тĕплĕн паллашма пулать.

Л. ЧЕЛДРИКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники