Куславккари 2-мĕш вăтам шкулта хамăр округри вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен историпе обществознани учителĕсен черетлĕ ларăвĕ пулчĕ.
Унта муниципалитетри шкул ачисен историпе, обществознанипе, экономикăпа тата правăпа ирттернĕ пĕрремĕш тапхăрти конкурсĕн итогĕ- сене пăхса тухрĕç, асăннă предметсемпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнма муниципалитет шайĕнче кам-кам хутшăннассине палăртрĕç.
Ларăва пынă вĕрентекенсем çавăн пекех шкул музейĕпе паллашрĕç. Унăн ертÿçи хулари 2-мĕш вăтам шулти историпе обществознани учителĕ Н. Сырцова интереслĕ экскурси йĕркелерĕ, пухăннисене тĕрлĕ экспозицисемпе, ĕçри опычĕ-пе паллаштарчĕ.
Н. ЯКУБОВА,
истори учителĕ.
Август 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4
|
5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
| 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
