Кашни кун усăллă иртет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.10.2025, 14:46 Просмотров: 23

35840397f73a4985a8b933efee668a2b111

Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ватă çынсемпе инвалидсем кăнтăрлахи вăхăтра çÿрекен уйрăм пур. Унта вăрăм та хастар пурнăçпа çыхăннă «Социаллă туризм» программăна ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ.

Çак пуçару ватлăх енне сулăннă çынсене кăмăл-туйăма çĕкленÿллĕ, ÿт-пĕве сывлăхлă тытса пыма пулăшать. Программăна хутшăнакансем тăван кĕтесĕн тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнĕсене çитсе кураççĕ. Нумай пулмасть вĕсем куславккасем кăна мар, ытти округсенче пурăнакансем те канма килĕштерекен «Кайăк вĕçевне» (Птичий полет) кайса килчĕç. Шăпах ĕнтĕ çав вырăнта çуркуннесерен шыв илекен анлă çарансем, шыв лăпкă тăракан кукăрсем, вĕçĕ-хĕррисĕр тÿпепе анлă Атăл хăйĕн ытамне илнĕ асамлă утравсем алтупанĕ çинчи пек курăнаççĕ.

Социаллă пулăшу илекенсем çак илеме курса тĕлĕнчĕç, уçă сывлăшпа киленни, тĕрлĕ хусканусем туса çанçурăма хускатни вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ, нумайччен манăçа тухми самантсем парнелерĕ. Уçă сывлăшра уçăлса çÿрени ватă çынсене пурнăçа хаклама, ĕмĕре вăрăмлатма тата пур енĕпе те хастар пулма хавхалантарать, чир-чĕр çинчен манма пулăшать.

Экскурсие хутшăннисенчен пĕри Галина Палагина хăй кун пирки мĕн шухăшлани çинчен çапларах пĕлтерчĕ: «Çакăн пек илемлĕ хулара, Куславккара, пурăнма тÿр килнĕшĕн эпĕ питĕ хавас. Хитре çутçанталăк, таса та уçă сывлăш, пĕр çулсенчи, пĕр шухăшлă çынсем юнашар пулни чун туртăмне аталантарма, пултарулăх ĕçĕпе кăсăкланма пулăшаççĕ. Çавăнпа эпир тивĕçлĕ канурине пăхмасăрах хамăра чун-чĕрепе çамрăк туятпăр».

«Социаллă центр» программа Куславккара пурăнакансене кашни кунпа туллин киленме, тăван кĕтесри çав тери илĕртÿ-ллĕ вырăнсене çитсе курма, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Çакăн пек пуçарусем пирĕн хулари аслă ăру çыннисене интереслĕ пурăнма хавхалантарса тăраççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе параççĕ: çулÿсĕм вăл шут кăна мар, çĕнĕ кăмăл-туйăмпа тата çĕнтерÿсемпе хавхаланакан чун вара яланах çамрăк та хастар пулса юлать.

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники