Раççей вăйĕ - пĕрлĕхре

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.10.2025, 14:48 Просмотров: 227

a7oQ7INHPoN6WUXCehIe1i9ISChvfDnYcMPvwxEci03m2wvgVpyUJ3VMRuWP0ZPnM SWBTvGkTjRrFwCwRT k0nN

Раççейре кашни эрнере тенĕ пекех ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ. Ыркăмăллăх фончĕсем чарăнмасăр ĕçлеççĕ.

Пирĕн районти Культура çурчĕн хастарĕсем те Донецк Халăх Республикипе Луганск Халăх Республикинчи госпитальсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухма хутшăнчĕç. Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене вăй çитнĕ таран пулăшас тĕллевпе культура ĕçченĕсем куллен кирлĕ япаласем пухса пачĕç. Тулли курупкасене çак кунсенче Шупашкара ăсатрĕç. Гуманитари пулăшăвĕ пухассине ку хутĕнче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ тата хамăр республикăри «Пĕрле» аталану фончĕ йĕркелерĕ. Пирĕншĕн ют хуйхă çук, ун пекки нихăçан та пулман. Раççей вăйĕ - пĕрлĕхре.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Куславкка районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Олеся Михайлова ырă кăмăллă çынсене çакăншăн ăшшăн тав турĕ.

О. МАЛОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники