Ашшĕн кунне халалласа

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.10.2025, 14:49 Просмотров: 203

44 md

Кунерти вăтам шкулти библиотекăра октябрĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен Раççейре иртнĕ Ашшĕн кунне халалласа ятарлă выставка ĕçлерĕ.

Кăмăл тăвакансем вулавăшра Аркадий Гайдарăн «Чук и Гек» кĕнекипе, Александр Раскинăн калавĕсемпе, Виктор Головкинăн кулăшла историйĕсемпе тата хальхи вăхăтри ачасен писателĕсем çырнă произведенисемпе паллашма пултарчĕç. Пурте лайăх пĕлетпĕр, атте - çемье пуçĕ, юратнă та çывăх çынсемшĕн шанчăклă тĕрев. Вăл çавăн пекех - çемье хÿтĕлевçи, çывăх çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшасси унăн тĕп тивĕçĕ. Ашшĕсем юратнă ывăлĕсемпе хĕрĕсене хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕрентеççĕ, йывăр самантсенче пулăшаççĕ. Çак темăсене пĕрлештерекен выставка ачасене питĕ килĕшрĕ, вĕсем хăйсен кăмăлне кайнă кĕнекесене хаваспах килĕсенче вулама илчĕç.

Ку мероприятие эпир вĕренекенсене ача ашшĕн обществăри вырăнне литература произведенийĕсем урлă тĕрĕс ăнланма пулăшас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр.

Л. МИЛАЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники