Çĕнĕ технологисем хăвăрт аталанса пынă май хальхи вăхăтра ултавçăсем çынсене, уйрăмах çул çитмен ачасене улталанă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ.
Усал шухăшлăскерсем, вĕсем пĕрехмай çĕнĕрен те çĕнĕ схемăсем шухăшласа кăлараççĕ, çул çитмен арçын ачасемпе хĕрачасем ĕненме хăнăхнипе тата пурин çинчен те пĕлсех кайманнипе усă кураççĕ. Шăпах ĕнтĕ çавăнпа ултавçăсем çамрăксене шăн пăр çине лартса ярассине хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.
Çакна шута илсе, Куславкка районĕн прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Горбаченок октябрĕн 20-мĕшĕнче Тĕрлемесри вăтам шкулта 9 - 11-мĕш классенче вĕренекенсемпе ятарлă калаçу ирттерчĕ. Виктория Сергеевна ултавçăсен Интернетра тата пурнăçра тăтăшах тĕл пулакан анлă сарăлнă схемисем çинче чарăнса тăчĕ, çавăн пекех ултавçăсем çамрăксене суйса ют çынсенчен укçа пухма явăçтарни пирки те каласа кăтартрĕ. Саккуна хирĕçле ĕçсем тунăшăн шкулта вĕренекенсене уголовнăй йĕркепе айăплама пултарассине пĕлтерчĕ.
В. Горбаченок калаçăва хутшăннисене пĕр-пĕр çын ултавçă пулнине мĕнле туйса илмелли, харпăр хăйĕн даннăйĕсене мĕнле хÿтĕлемелли, ултав серепине лексен камран пулăшу ыйтмалли çинчен те тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
К. Гуренькова,
шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.
Октябрь 2025 |
