Терроризмпа экстремизма хирĕç

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 31.10.2025, 15:25 Просмотров: 27

УФСИнăн Куславккари ĕçпе юсанмалли 5-мĕш колонийĕнче çак кунсенче экстремизмпа терроризма хирĕç тăрасси çинчен сăмах пычĕ.

Ăстăнпа нравственность тĕлĕшĕнчен вопитани парас тĕллевпе кунта мăсăльмансен вырăнти тĕнпе çыхăннă организацийĕн имамĕпе Юсуп Юнусович Кадыровпа тĕлпулу иртрĕ. Калаçура радикаллă юхăмсен тĕп теми – терроризпа экстремизма хирĕç татăклăн кĕрешесси çинчен сăмах пычĕ, мĕншĕн тесен ислам ырăпа çутăна çеç ырлать.

Юсуп Юнусович палăртнă тăрăх, терроризм - вилĕм çеç мар, вăл чăн малтан хăранипе çыхăннă пулăм. Шăпах çакă кирлĕ те усал шухăшлă çынна. Экстремизм вара кураймасăр тунă ĕçсемпе çыхăннă. Çакăн пек лару-тăрура кашни çыннăн асăрханулăхпа тимлĕхе ÿстермелле, халăхсем хушшинчи туслăх малашне те çирĕплентĕр тесе тăрăшмалла.

Тĕн тĕлĕшĕнчен воспитани парассипе çыхăннă çакнашкал тĕлпулусем ирттерни судпа айăпланă хĕрарăмсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники