Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕнче оперативлă канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне ШĔМĕн Уголовнăй шырав управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Куславкка район прокурорĕн заместителĕ Виктория Горбаченок, Куславкка округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Надежда Лукинова, Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕ çумĕнчи ветерансен канашĕпе обществăлла канашĕн ертÿçисем Юрий Желтухинпа Николай Соловьев хутшăнчĕç.
Канашлăва уçнă май Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн кăçалхи 9 уйăхри оперативлă ĕçĕ-хĕлĕн итогĕсем çинчен начальник тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Захаров каласа пачĕ. Вăл кăçалхи 9 уйăхра округра тунă преступленисен шучĕ 18,3 процент чухлĕ ÿснине палăртрĕ, çакна чи малтанах ют çын сывлăхне пĕлсе тăрсах сиен кÿнипе, ултавçăсем сăтăр кÿнипе çыхăннă фактсем самаях ÿснипе ăнлантарса пачĕ. Ытти преступленисене илес пулсан та кăтартусем савăнтармаççĕ. Çапах та палăртас пулать, округ территорийĕнче ют çын сывлăхне ятарласа йывăр тата çăмăл сиен кÿнĕ, хĕнесе асаплантарнă, вĕлерессипе хăратнă, автомототранспорт хатĕрне туртса илнĕ, экономикăпа коррупци пĕлтерĕшлĕ сиенлĕ ĕçсем тунă тĕслĕхсене пĕтĕмпех уçса панă. Профилактика пĕлтерĕшлĕ мерăсене вăхăтра йышăннипе пусмăрланă, çаратнă, хулиганла ĕçсем тунă, хăратса е улталаса укçа туртса илнĕ фактсем, терроризмпа экстремизм пĕлтерĕ-шлĕ тĕслĕхсем пулман.
Сергей Геннадьевич преступленисен пысăк пайĕ ют çын пурăхне çаратнипе çыхăннине асăнчĕ. Кăçал кунашкал 50 факта шута илнĕ, пĕлтĕр - 38. Çавăн пекех информаципе телекоммунникаци технологийĕсен сферинче тунă саккуна хирĕçле ĕçсен шучĕ те ÿснĕ. Вĕсене уçса парасси вара иртнĕ çулхи 31,3 процентран 11,8 процента çити чакнă. Январьтен пуçласа сентябрь уйăхĕччен наркотиксемпе саккуна хирĕçле усă курнипе çыхăннă пĕр преступление шута илнĕ. Обществăлла вырăнсенче, çав хушăра урамра тунă престуленисен шучĕ сахалланнине палăртмалла, анчах та çав хушăрах вĕсене уçса парасси чакнă. Саккуна хирĕçле ĕçсем тунă çынсен йышĕ иртнĕ çул 59 пулнă-тăк, кăçал çак тапхăрта - 49. Çулталăк пуçланнăранпа уголовнăй йĕркепе 36 çынна айăпланă, пĕлтĕр 9 уйăхра - 44. Унччен судпа айăпланă çынсем тунă тата йăлари преступленисен шучĕ самаях ÿснĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра Куславкка муниципаллă округ территорийĕ-нчи çул-йĕр çинче транспортпа çыхăннă 11 аварие шута илнĕ. Вĕсенче 12 çын инкеке лекнĕ, пĕри вилнĕ. Çулсем çинче право йĕркине пăснă тĕслĕхсем 1518 пулнă.
Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Захаров каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн муниципалитет территорийĕнче оперативлă лару-тăру начарах мар. Çапах та информаципе телекоммуникаци технологийĕсен сферинчи пăтăрмахсене, ют çынсен банк карттисем çинчи укçи-тенки ултавçăсен аллине лекнине хирĕç малашне ытларах кĕрешмелле. Çавăн пекех преступлени тунă тата хыпарсăр çухалнă çынсене тупса палăртассине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Е. СОЛОВКИНА,
Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн начальникĕн заместителĕ.
| Октябрь 2025 | 
