Гуманитари пулăшăвĕн штабĕнче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 31.10.2025, 15:37 Просмотров: 29

f1e6a96fc1d745d588c745da5d5d141d

Ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей салтакĕсене халăх пур енĕпе те пулăшма тăрăшать. Чи малтанах эпир вĕсене гуманитари пулăшăвĕ пухса пама пултаратпăр.

Куславккари социаллă пулăшăвăн комплекслă центрĕнчи ачасем нумай пулмасть çак пысăк пĕлтерĕшлĕ те питĕ кирлĕ ĕçе мĕнле йĕркеленипе паллашма пултарчĕç. Эпир вĕсене гуманитари пулăшăвĕн штабне илсе кайрăмăр. Ăна СВОри çар служащийĕсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Шкул ачисем гуманитари пулăшăвне мĕнле хатĕрленине, пуçтарнине тата сортланине курма пултарчĕç. Волонтерсем мĕнле йышши пулăшу ытларах кирли çинче чарăнса тăчĕç, штабра хатĕрленĕ посылка пирĕн çĕршыв хÿтĕлевçисене çапăçусем вăхăтĕнче мĕнле майпа пулăшнине кăтартса пачĕç.

Экскурсие килнĕ арçын ачасемпе хĕрачасем хăйсем те черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлемешкĕн хутшăнма пултарчĕç. Вĕсем унта пуш алăпа пымарĕç - пылак çимĕçсем, куллен кирлĕ хатĕрсемпе япаласем тата хăйсем çырнă çырусене илсе пычĕç.

«Волонтерсем - чăн-чăн паттăрсем, питĕ кирлĕ ĕç тăваççĕ. Вĕсене пулăшма пултарнăшăн эпĕ питех те савăнтăм», - терĕ комплекслă центрта социаллă пулăшусем илекен Артур Борисов.

Çак экскурси ачасемшĕн интереслĕ те усăллă мероприяти кăна мар, ыркăмăллăхпа гражданла яваплăх урокĕ те пулса тăчĕ.

Е. Чапурина.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники