Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешсене асăнса Куславккара Çарпа Ĕç Мухтавĕн аллейинче мемориал туни çинчен эпир хыпарланăччĕ. Ăна хута яриччен шутлă кунсем юлчĕç. Аллейăра халлĕхе астăвăм стени купаланă, скульптура вырнаçтарнă, ун таврашне тирпей-илем кĕртеççĕ.
Аса илтеретпĕр, ку проекта пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçа кĕртеççĕ. Хамăр ентешсене ĕмĕр асра тытма укçа-тенкĕ хывнă çынсене ăшшăн тав тăватпăр.
Атăл хĕрринчи мемориала кăçал декабрĕн 9-мĕшĕнче - Çĕршыв Паттăрĕсен кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă. Пуриншĕн те хаклă астăвăм объекчĕ ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă ентешсене эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăннине тата вĕсене хисепленине çирĕплетсе парать. Çĕнĕ палăк çулсемпе ăрусен çыхăнăвĕ малалла тăсăлнине, пирĕн ентешсем хуть те хăш вăхăтра та Тăван Çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулнине, хăйсен пурнăçне те шеллеменнине çирĕплетсе парать.
О. МИХАЙЛОВА.
| Октябрь 2025 | 
