Кану усăллă иртет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 31.10.2025, 15:39 Просмотров: 30

Кунерти вăтам шкулта каникул кунĕсенче вĕренекенсем кĕске вăхăтлăха пухăнакан ушкăн ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕрремĕш кун вăл «Çывăхрах паллашар» ятпа иртрĕ.

Виççĕмĕш кунхине вара, октябрĕн 29-мĕшĕнче, 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем валли сывлăх минучĕ йĕркелерĕмĕр. Ун вăхăтĕнче эпир ачасемпе пахчаçимĕçпе улма-çырлана мĕншĕн ытларах çимелли, вĕсенче организмшăн усăллă мĕнле витаминсем пурри çинчен калаçрăмăр.

Информатикăпа физика учителĕ М. Тимофеев уроксем хыççăнхи ĕç шучĕпе 7-9-мĕш классенче вĕренекенсене робототехникăпа тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Заняти пынă вăхăтра арçын ачасемпе хĕрачасем роботсем пухмалли тата ăсталамалли программăна тишкерчĕç. Юлашинчен ятарлă ăмăртăва хутшăнчĕç. Вĕсем пĕрле вĕренекенсене хăйсем компьютерпа ĕçлеме пĕлнине кăтартса пама тăрăшрĕç.

Л. МИЛАЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники