Куславкка округĕнчи пысăках мар Çатрăк ялĕ килен-каяна унта пурăнакансен ырă кăмăлĕпе тата чун-чĕре ăшшипе илĕртсе тăрать тейĕн. Çакăнта пурăнать те ĕнтĕ тĕлĕнмелле шăпаллă Борис Александрович Майоров. Вăл искусствăна чун-чĕререн парăннипе, ватлăх кунĕсенче те илемлĕх тĕнчипе киленме пăрахманнипе уйрăлса тăрать ыттисенчен.
Борис Александрович Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центра хăйне пулăшакан çын кирли çинчен пĕлтерме пычĕ. 86 çулта пулнă май ăна килтĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама самаях йывăр. Анчах та ваттине пăхмасăрах тулли пурнăçпа пурăнать ветеран.
Борис Александровичăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Ытларах вăл фанерăна çунтарса картинăсем ăсталама, унтан вĕсене акварельпе тĕрлĕ тĕспе сăрлама юратать. Çапла майпа хатĕрленĕ ĕçсем ăстаçă чун-чĕрине канăç кÿреççĕ, вĕсенче вăл çутçанталăка, выльăх-чĕрлĕхе, тискер чĕрчунсене тата çынсене юратнине сăнласа парать. Картина çинчи кашни паллăна е йĕре ăшă туйăмпа тунине туятăн. Вĕсем çине пăхнăçемĕн художник хăйĕн ĕçне питĕ юратнине ăнланса илетĕн. Борис Александрович ăсталăхĕпе пурне те хаваспах паллаштарать, картинисене вара тусĕсемпе пĕлĕшĕсене савăнсах парнелет. Çапла майпа вăл хăй пурнăçа юратнин пĕр пайне вĕсем те туйса илччĕр тесе тăрăшать, хăйĕн таврашĕнчи çынсене ырă ĕçсем тума хавхалантарать.
Ватă художникăн пултарулăх мастерскойĕнче тĕрлĕ ĕçсем курма пулать: пейзажсем, выльăх-чĕрлĕхе сăнланă картинăсем, çынсен илемлĕ портречĕсем...Борис Майоровăн пултарулăхĕ ватлăх енне сулăннă пулин те пуçа усма кирлĕ маррине, юратнă ĕçе малалла тăсмаллине çирĕ-плетсе парать.
Е. ЧАПУРИНА.
Ноябрь 2025 |
