Ноябрĕн 4-мĕшĕнче эпир Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă турăмăр. Çак уяв – пирĕн авалхи кунçулăмăрăн сăнарлă палли, вăл никама пăхăнманлăхшăн пынă кĕрешÿре тачă пĕрлешнĕ халăхăн аслă вăйĕ çинчен аса илтерет.
Чăваш Енри УФСИнăн 5-мĕш колонийĕнче пирĕн çĕршывра ноябрĕн 4-мĕшĕнче уявлакан Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа тĕрлĕ япаласем ăсталакансен смотр-конкурсĕ иртрĕ. Унта судпа айăпланă 5 хĕрарăм хутшăнчĕ, вĕсем жюри членĕсене тĕрлĕ ĕçсем сĕнчĕç. Учреждени ертÿçисем кашнинех тивĕçлĕ хак пачĕç, хăйсен ăсталăхĕпе уйрăмах палăрнисене вара çĕнтерÿçĕсем тесе йышăнчĕç.
«Колонире çакнашкал мероприятисем ирттерни судпа айăпланă çынсене хăйсен çĕршывĕн историне манса кайма памасть, гражданлăх тата патриотизм туйăмне аталантарать», - палăртрĕ 5-мĕш колони начальникĕ Павел Кирюхин.
Т. АВЕРЬЯНОВА.
Ноябрь 2025 |
