Тĕлĕнтермĕш чăваш чĕлхи

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.11.2025, 13:51 Просмотров: 21

7b7038c8 887a 4d1d ad03 c792b17ac2f8 md

Чăваш АССР халăх поэчĕн Василий Давыдов-Анатрин пĕр сăввинче çакăн пек йĕркесем пур: «Ытарайми тăван чĕлхемĕр, сана манмастпăр ĕмĕрне. Çухатас çук атте-аннемĕр пире пилленĕ парнене».

Чăваш чĕлхи - чи çепĕççи, чи савăкки, чи хăватли тата чи илемли. Вăл пуян та асамлă.Тĕрлемесри вăтам шкулта кĕске вăхăтлăха çÿрекен ушкăнри ачасемпе нумай пулмасть «Тĕлĕнтермĕш чăваш чĕлхи» вăйă иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе илемне хамăр валли уçса парасси.

Çак вăйă чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме кăна мар, тавракурăма анлăлатма та май парать. Ачасем тупмалли юмахсен, ребуссен тупсăмне тупрĕç, фразеологизмсене хăвăрт тавçăрса илме пултарчĕç. Унсăр пуçне хайлав сыпăксене вырăсла тата чăвашла куçарчĕç, илсе панă сăмахсемпе усă курса сăвă йĕркисем шăрçаларĕç, пăтраштарса сĕннĕ ваттисен сăмахĕсен пайĕсене пĕрлештерчĕç, сăмахсен антонимĕсене тупрĕç тата ытти ĕçсем пурнăçларĕç. Вăйă вĕçленеспе арçын ачасемпе хĕрачасем пирĕн чĕлхе чăнах та пуян та илемлĕ пулнине палăртрĕç.

П. СЕМЕНОВА,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники