Сывă шăлсем - илемлĕ кулă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.11.2025, 14:06 Просмотров: 21

Шăлсем сывă та йĕркеллĕ пулни пĕтĕм организм çине лайăх витĕм кÿрет. Кашни çыннăн çăварĕнче микроорганизмсем пурăнаççĕ. Шăлсене сывă тытса тăрсан, сăмахран, тонзиллит, ревматизм тата ытти хăш-пĕр чирсем сайрарах аптратаççĕ. Çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕ- нче сарăлакан тĕрлĕ йышши инфекци те хăрушă мар.

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Тĕрлемесри тухтăр амбулаторийĕ-нче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан стоматологи кабинечĕ йĕркеленĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем комфортлă условисене тата çĕнĕ оборудование тивĕçлĕ хак пачĕç. Çитменнине тата унта шăлсене лайăх сиплеççĕ.

Вĕсем сывă та илемлĕ пулччăр тесен мĕн тумалла-ха? Кун пирки районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн шăл врачĕ Дмитрий Соловьев акă мĕн каласа парать: «Сывă шăлсем - лайăх сипленисем мар, вăхăтра йĕркеллĕ пăхса тăнисем. Паян эпир çиекен апат (ăна мĕнле хатĕрлени, хамăр еплерех апатланни, уйрăмах ачасем çиекен пăтăсем, çемçе çăкăр тата вĕтетсе пĕçернĕ ытти апат-çимĕç) чăмланă чухне вĕсене ниепле те тасатма май памасть. Çапла вара шăлсем çинче микробсемпе бактерисем пухăнаççĕ, çăвартан яланах шăрăш кĕме пуçлать. Кунсăр пуçне тата шăлсем çинче апат юлашки пулни эмаль патне минералсене çитме чарса тăрать, апла пулсан, кариес пуçланма пултарать.

Эпĕ сĕнекен чи ансат правилăсене кашни çын пурнăçлама пултарать: шăлсене кунне икĕ хутчен тасатмалла, чĕлхен çÿлти сийĕ тата шăлсем хушши пирки те манмалла мар. Апат çинĕ хыççăн çăвара чÿхеме тăрăшăр, ун пек тума май çук пулсан тĕрлĕ шĕвексемпе е чăмламалли резинкăпа усă курăр.

Шăлсем сывă пулччăр тесен мĕнле апат-çимĕç çинине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Углеводпа пуян апат, сахăр сахалрах çимелле, ун вырăнне рационта пахчаçимĕçпе улма-çырла ытларах пулмалла, шăл тасатмалли щеткăна кашни виçĕ уйăхра улăштармалла. Чи кирли - стоматолог патĕнче тăтăшах пулăр (6 уйăхра – пĕр хутчен). Çак правилăсене çирĕп пăхăнсан шăлсем сире аптăратма пăрахĕç».

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники