Республикăра аслă ăрури çынсене тимлĕх уйăрас тĕллевпе кăçалтан пуçласа «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн йышăнакан мерăсем 2030 çул тĕлне çынсен пурнăçĕн тăршшĕне вăтамран 77,48 çула çитерессине тивĕçтермелле. Халь ку кăтарту 73,21 çул шайĕнче.
Наци проектĕнче ватлăх енне сулăннă çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама палăртнă. Сывлăх сыхлав министерстви те ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет, мĕншĕн тесен проектра тĕпрен илсен халăхăн ĕмĕрне вăрăмлатассине тата медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерессине, вилĕм патне илсе çитерекен чир-чĕ-ре хирĕç кĕрешессине ытларах тимлĕх уйăрнă. Çавна шута илсе Чăваш Енри онкологи диспансерĕн куçса çÿрекен маммографи комплексĕ тĕрлĕ округсенче пулма тăрăшать. Октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен вăл пирĕн районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больница умĕнче ĕçлерĕ. 10 кун хушшинче Куславкка муниципаллă округра пурăнакан 218 хĕрарăм унта хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Пирĕн округра территори пайĕсем тата хамăр хуларан аякра вырнаçнă ялсем нумай пулнăран районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ больницăра вĕсенче пурăнакансене поликлиникăна çити тата каялла илсе çитерессине йĕркелерĕç.
«Эпир те çакăн пек пулăшупа усă курма пултартăмăр, маммографире, флюорографире тата гинеколог патĕнче пултăмăр. Пирĕншĕн тата пирĕн сывлăхшăн тăрăшни чăннипех те савăнтарчĕ. Çавăнпа Кармăш ялĕнчи хĕрарăмсен ячĕпе пурне те ăшшăн тав тăватпăр»,- тесе каларĕ ватлăх çулĕсенчи пĕр хĕрарăм.
Палăртас пулать, маммографи (кăкăр парне рентгенпа ÿкерсе тĕрĕслени) тĕрĕслевĕ диспансеризаци шучĕпе иртет. Вăл сĕт парĕн шыççине тÿрех тупса палăртма пулăшать.Çавăнпа хĕрĕхрен иртсен кашни хĕрарăмăн тухтăрсем патĕнче 2 çулта пĕр хут пулмалла.
Май килнипе усă курса çапла пĕлтересшĕн: Куславкка районĕнчи И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больница диспансеризацине пыма чĕнет. Коронавирус инфекцийĕпе чирленисен вара хăйсен сывлăхне уйрăмах тĕплĕн тĕрĕслеттермелле. Ку тĕллевпе вĕсен участокри терапевт патне е медицина профилактикин пÿлĕмне пымалла. Çавăн пекех аса илтересшĕн: диспансеризацине фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата врачсен амбулаторийĕ-сенче те тухма пулать.
Ноябрь 2025 |
