Энтри Пасарĕнчи библиотекăра нумай пулмасть паллă чăваш писательниципе Ольга Геннадьевна Куликовăпа (Улькка Эльмен) тĕлпулу иртрĕ. Вăл хальхи вăхăтри паллă поэтсенчен тата прозаиксенчен пĕри шутланать.
Пултарулăх ĕçченĕсенчен нумайăшĕ пекех, Улькка Эльмен хăйĕн пĕрремĕш хайлавĕсене шкулта вĕреннĕ çулсенчех çырма пуçланă. Унăн малтанхи калавĕсем республикăри «Çилçунат», «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче кун çути курнă, «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ÿкĕнÿ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана», «Сарă кĕпе» произведенийĕсем чăваш литературин пуянлăхĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Ольга Геннадьевна хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ, кĕнекисенчи тĕп сăнарсене пĕтĕмпех пурнăçран илнине, хăйне мĕн хумхантарать, çавăн çинчен çырма тăрăшнине палăртрĕ.
Ку хутĕнче вăл вулакансене «Интернетри юрату» ятлă çĕнĕ произведенийĕпе паллаштарчĕ. Ăна республикăра иртнĕ «Литературăллă Чăваш Ен: 2024 çулта нумайăшĕ вулама ĕлкĕрнĕ кĕнеке» конкурса хутшăнаканнисен списокне кĕртнĕ пулнă. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче пĕлтĕр пичетленсе тухнă. Повеçре тĕнче тетелĕпе хăрушсăр усă курас темăна тата ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен хутшăнăвĕнче тĕл пулакан çивĕч ыйтусене хускатнă. Унри тĕп сăнарсем - хулари пĕр шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем. Çамрăксенчен кашнин хăйĕн шăпи, хăйĕн интересĕ. Хальхи пурнăçри ачасем пекех, вĕсем Интернетра ытларах вăхăт ирттереççĕ, анчах та чылай чухне çакă хурлăхлă вĕçленет. Çапах та хăшпĕр чухне Интернетра çуралнă юрату çамрăксене пурнăç çине урăхла пăхма вĕрентет.
Улькка Эльменĕ тĕлпулăва пынисенчен кĕçĕнреххисене хăйĕн «Кушак» ятлă кĕнекипе паллаштарчĕ. Калавсен пуххи пĕчĕкреххисене ытларах килĕшессе шанас килет. Ку кĕнеке «Кушак», «Акăшсем», «Виринея» калавсенчен тăрать. Вĕсем ачасене выльăх-чĕрлĕхе, тискер чĕрчунсене юратма тата пăхма хавхалантараççĕ.
Тĕлпулу вĕçленеспе хаклă хăна ялти библиотекăна хăйĕн кĕнекисене алă пусса парнелерĕ. Энтри Пасар территори пайĕн начальникĕ А. Турганова ял халăхĕпе тĕл пулнăшăн Ольга Геннадьевнăна ăшшăн тав турĕ, пултарулăх ĕçĕнче малашне те çитĕнÿсем тума сунчĕ. Çак тĕлпулу вулакансен асĕнче нумайлăха юласса шанас килет.
Л. ШИКАРЕВА.
Ноябрь 2025 |
