«Пĕркенет ылтăн тутăр шур хурăн, çулçине хĕретет вĕрене. Куç тулли, ытарайми савăк вырăн илĕртет, йăпатать чĕрене»,- тесе каланă Василий Шихранов хăйĕн «Кĕркунне» ятлă сăввинче.
Çулталăкăн çак илемлĕ вăхăтне вырăссен чаплă поэчĕ Александр Пушкин та питĕ юратнă. Кĕрхи кунсем хăшпĕр чух çумăрлă та ăмăр килнине пăхмасăрах поэтсене вĕсем çĕнĕ сăвăсем çырма хавхалантарнă. Кĕркуннене хăшĕсем кăмăлĕ улшăнса тăракан пикепе танлаштарнă, мĕншĕн тесен ирхине сарă хĕвел пăхма, кăнтăрла çумăр çума, каç енне вара çил вĕрнĕ май çулçăсем тăкăнма пултараççĕ. Унăн парнисем те куç тулли: пахчаçимĕçпе улма-çырла, вуншар тĕрлĕ кăмпа... Пуçтар кăна, ан ÿркен.
Хулари ачасен библиотекинче çак ытарайми вăхăта халалласа «Пирĕн патра хăнара - сарă капăр кĕркунне» ятпа конкурс иртрĕ. Çанталăкĕ ăмăр та çумăрлă тăчĕ пулин те, ачасем кĕркуннене халалласа янăратнă сăвăсем пурин кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Конкурса хутшăннисем Федор Тютчевăн, Иван Тургеневăн, Афанасий Фетăн, Сергей Есенинăн, Алексей Болонскин тата ыттисен сăввисене пăхмасăр каларĕç. Вĕсен пултарулăхне куракансем пысăк хак пачĕç.
Е. ДАНИЛОВА.
Ноябрь 2025 |
