Тĕлпулу нумайлăха асра юлĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.11.2025, 15:04 Просмотров: 16

5fc3ccd6 e3c2 4553 ad4b 2588074a9aa4 md

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Лидия Филиппова журналистпа тата чăвашсен чи малтанхи çыравçисенчен пĕрин Гаврил Кореньковăн (Каринкке Кавĕрлин) тăванĕсемпе тĕлпулу иртрĕ.

Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Полина Семенова каласа пачĕ. Гаврил Алексеевич Кивĕ Тĕрлемесре çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнă, кайран 45 çул хушши хăйĕн тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. Вăл - поэт, куçаруçă, Чăваш АССР, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, 150 ытла сăвăпа поэма, юмахсем çырнă. Александр Пушкин, Иван Крылов ĕçĕсене чăвашла куçарнă, шкул кĕнекисем хатĕрлеме хутшăннă.

Малалла вĕренекенсем хăйсен чаплă ентешĕн сăввисене вуларĕç. Ун хыççăн Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, Пĕтĕм Раççейри литература премийĕн лауреачĕ - Василий Шукшин ячĕллĕ ылтăн медале тивĕçнĕ Лидия Филиппова сăмах илчĕ. Пултаруллă журналист малтанах хăйĕн сăввине чуна витермелле вуласа пачĕ. Унтан Гаврил Кореньковпа хăйĕн ентешĕ, чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çинчен нумай кăсăклине тата çĕннине каласа кăтартрĕ. Вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕ.

Çак тĕлпулăва Светлана Шишкина та хутшăнчĕ. Вăл - Гаврил Кореньковăн шăллĕн мăнукĕ, хальхи вăхăтра Раççей ветеранĕсен союзĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче çарпа патриотизм темипе ĕçлет. Сăмах май, ăна «За заслуги в ветеранском движении» орденпа наградăланă. Светлана Петровна хыççăн Каринкке Кавĕрлин тăванĕн ывăлĕ Антон Юрьевич Шишкин, çыравçăн Тĕрлемесре пурăнакан тăванĕсем Сергей тата Иван Кореньковсем тухса калаçрĕç.

Тĕлпулăва хутшăннисем шкул музейне те кĕрсе курчĕç. Юлашкинчен Лидия Филиппова шкула асăнмалăх хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

П. СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники