Чăваш Республикинче шакалсем (кашкăр евĕр тискер чĕрчунсем) çÿренине асăрханă.
Халăх корреспонденчĕ, биолог Дмитрий Ластухин тискер чĕрчуна Куславкка округĕнчи Çăкалăх ялĕнчен инçех мар ÿкерсе илнĕ. Дмитрий вăл пĕччен мар, ушкăнпа (5-7) çÿренине асăрханă.
«Присурский» заповедникра ĕçлекенсем Наталия Панченко тата Олег Глушенков, çавăн пекех Раççей тава тивĕçлĕ экологĕ Альберт Ластухин çак фотоÿкерчĕкре ылтăн тĕслĕ шакала палласа илнĕ. Вăл - вăтам виçеллĕ кашкăр евĕр тискер чĕрчун.
Шакалсем Чăваш çĕршывĕ-нче ытларах чухне тĕл пулмаççĕ, вĕсем Кавказра тата Атăлăн анат енче пурăнаççĕ. Анчах та юлашки çулсенче тискер чĕрчунсем вырăнтан вырăна куçса çÿрени паллă. Вĕсене, тĕслĕхрен, Мордовире тата Тутарстанра асăрханă. Чăваш Енре шакалсене 2023 çулта Вăрнарпа Улатăр округĕсенче курнă. Пĕрне сунарçăсем тытнă та. Кăçал вара вĕсем Куславкка округĕсĕр пуçне Шупашкар тăрăхне те çитнĕ.
С. ОГЛОТКИН.
Ноябрь 2025 |
