Килсĕр-çуртсăр йытăсем канăç памаççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.11.2025, 15:08 Просмотров: 16

Ирхине ĕçе кайнă чухне е каçхине киле таврăннă вăхăтра унта та кунта йытăсем чупса çÿренине курсан куславккасем ирĕксĕрех çапла шухăшлаççĕ: вĕсене хуçисем юриех уçăлса çÿреме çак вăхăталла кăларса яраççĕ-ши? Килсĕр-çуртсăр çÿрекен анчăксем ушкăнпа пĕчĕк ача е çитĕннĕ çын çине тапăнасран пĕрре те хăрамаççĕ-ши? Кунашкал тĕслĕхсем час-часах тĕл пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Районти «Ялав» хаçатра та ку темăна тăтăшах хускатаççĕ. Çапах та кăлăхах пулмалла. Акă хулари Герцен урамĕнчи çÿп-çап пăрахмалли вырăнта кунсерен тенĕ пек икĕ-виçĕ йытта курма пулать. Килти чĕрчунсене юратакан темиçе хĕрарăм унта вĕсем валли апат юлашкисене тухса параççĕ. Çавăнпа лешсем контейнерсем патне апатланма пухăнаççĕ те. Почтальонсем каланă тăрăх, Беловолжски урамĕ- нче те килсĕр-çуртсăр йыт-качка нумай. Вĕсене хĕрхенекенсем апат парсах тăраççĕ. Эпĕ асăрханă тăрăх, кĕркуннепе хĕлле йытăсем пĕчченшерĕн çеç мар, ушкăнпа та кĕпĕрленсе çÿреççĕ. Хăшпĕр чухне вĕсем хăйсем хушшинче тулашнине асăрхасан сехре хăпать.

Пĕлес килет, ирĕкре çÿрекен йытăсене тытакан служба пур-ши пирĕн округра, пур пулсан, вăл мĕнле ĕçлет? Çитменнине, хуçисем пур çĕртех ирĕкре чупса çÿрекен, кăкаркăçра тытман йытăсене кашни ялтах курма пулать вĕт. Пысăк инкек сиксе тухасран Турă сиртĕрех.

В. СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники