Ырă ырăпа таврăнать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.11.2025, 15:07 Просмотров: 8

Юлашки вăхăтра Раççейре ырă ĕç тăвакансен юхăмĕ аталанса пырать.Ырă ĕç - сăваплă, ырă ырăпа таврăнать теççĕ авалтан. Ыркăмăллăх кунне паллă тăвас умĕн Куславккари ĕçпе юсанмалли колонире ăна халалласа ятарлă сехет йĕркелерĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче ыркăмăллăхпа, хĕрхенÿпе, каçарупа çыхăннă ыйтусене хускатрĕç, пĕр-пĕрне хисеплени, йывăр вăхăтра пулăшни тăнăç пурнăçпа пурăнма май пани çинчен калаçрĕç. Учрежденире ĕçлекенсем историпе литературăран ырăлăх вăйĕ тата вăл тавралăха мĕнле витĕм кÿни пирки тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç. Çавăн пекех вĕсем хăшпĕр чухне пĕчĕк çеç ырă ĕç те пурнăçа лайăхлатма пултарни çинчен каласа кăтартрĕç.

Çакнашкал тĕлпулусемпе калаçусене, тĕпрен илсен, ĕçпе юсанмалли колонисенче судпа айăпланисене тĕрĕс çул çине тăма пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники