Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне паллă турăмăр. Ку вăл уяв мар, пирĕнпе юнашар çут тĕнчене курса савăнайман çынсем пурăнни çинчен тепĕр хут аса илтермелли кун. Çавна шута илсе, библиотекăра ĕçлекен хулари 3-мĕш шкулта пĕрремĕш класра вĕренекенсемпе ыркăмăллăх урокĕ ирттерчĕ.
Вăл çак куна мĕншĕн суйласа илни, куç курманнисем обществăра хăйсене мĕнле тытни çинчен каласа кăтартрĕ. Калаçу вăхăтĕнче шкул ачисем суккăрсене мĕнле майпа пулăшма пултарни пирки те сăмах пычĕ. Вĕренекенсем куç курманнисем хушшинче паллă спортсменсем, поэтсем, ученăйсем, музыкантсем пурри, çак çынсем çĕнтерес тĕллевпе тата хăйсен умĕнчи тĕллевĕсене пурнăçлас ĕмĕтпе пурăнни çинчен пĕлчĕç.
Куç курманнисем валли ятарлă шкул пур, унта вĕсем çырма тата Брайл шрифчĕпе вулама вĕренеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунĕ тĕлне хатĕрленĕ материалсем хушшинче ачасем Брайл азбукипе тĕплĕнрех паллашма пултарчĕç, çак шрифтпа пичетленĕ кĕнекене интересленсе пăхрĕç. Çавăн пекех вĕсене тактиль меслечĕпе хатĕрленĕ тата сасăллă кĕнекесемпе паллаштарчĕç.
Куç курманнисем хăйсене мĕнле туйнине ăнланас тĕллевпе пĕрремĕш класра вĕренекенсем ятарлă вăйă вылярĕç, хăйсен юлташĕсене куçа хупса палласа илме, мечĕк тапса выляма тăрăшрĕç.
Е. ДАНИЛОВА.
Ноябрь 2025 |
