Тÿлевсĕр пулăшупа усă курăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.11.2025, 15:15 Просмотров: 6

Пĕчĕк ачине чи малтан кирлĕ япаласемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çамрăк çемье чылай чухне йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Çывăх çыннисем ятарлă çар операцине хутшăнакансене вара уйрăмах кансĕр. Анчах та патшалăх кунашкал çемьесене пăрахмасть, пулăшма тăрăшать.

Нумай пулмасть ача çуратнă май пирĕн округри ятарлă çар операцине хутшăнакан арçыннăн мăшăрĕ Куславккари комплекслă центрăн прокат пунктне пычĕ, хăйне пулăшма ыйтрĕ. Ăна эпир кравать тата ытти хăшпĕр япаласем тупса патăмăр. Çавна май тин çуралнă ача амăшĕ умĕнче пепки валли тĕрлĕ япаласем туянас шухăш пĕтрĕ.

«Манăн пĕчĕк хĕрĕм валли кирлĕ япаласене хăвăртах тупса панăшăн центрта ĕçлекенсене ăшшăн тав тăвас тетĕп. Мăшăрăм хальхи вăхăтра СВОра, эпĕ çак кравате киле пĕччен илсе те çитерейместĕм. Центр сотрудникĕсем мана мĕн кирлине килех çитерсе пачĕç. Пирĕн хулара çакăн пек пулăшу паракан социаллă служба пурри чăннипех те савăнтарать»,- терĕ пĕчĕк пепке амăшĕ Ирина.

Ачасене çывăрттармалли краватьсемпе, коляскăсемпе тата ытти япаласемпе тÿлевсĕр тивĕçтерни çемьерен çын хушăннă май пулакан тăкака самаях чакарма май парать, вĕсем хăйсен пепкисемпе ытларах вăхăт ирттерме пултараççĕ. Ку вара çывăх çыннисем ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисемшĕн тата пулăшу кирлисемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Аса илтеретпĕр, прокатран пĕр-пĕр япала илес ыйтупа Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центра Лобачевский урамĕнчи 32-мĕш çурта пымалла. Уншăн укçа тÿлемелле мар.

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники