Цифрăсемпе фактсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.11.2025, 15:16 Просмотров: 5

Кăçал Куславкка муниципаллă округ территорийĕнче 38 çул-йĕре юсанă. Çав шутран 21 çула регионти «Чăваш Республикин транспорт системине аталантарасси» патшалăх программипе çĕнетнĕ. Ку тĕллевпе республика тата вырăнти бюджетсенчен 54,5 миллион тенкĕ уйăрса панă. 8 çула - асфальт, 13 çĕрте вак чул сарса тухнă.

17 автоçула пуçаруллă бюджет шучĕпе йĕркене кĕртнĕ. Кун валли 27,8 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Проектсене пурнăçа кĕртме република тата вырăнти бюджетсен, çавăн пекех халăх пухса панă укçа-тенкĕпе усă курнă. 4 çула - асфальт, 13 çула вак чул сарнă.

Юсав ĕçĕсене вĕçленĕ май çул-йĕр сийĕ якалса тикĕсленнĕ, хамăр округра пурăнакансем тата Куславкка тăрăхне хăнана килекенсем çакна тÿрех асăрханă, халăхшăн тăрăшнине палăртнă.

2026 çулта та çул-йĕре малалла юсама планлаççĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники