Ăнăçу,телей сунчĕç

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.11.2025, 14:13 Просмотров: 140

Чăваш Енри Айăплава пурнăçламалли федераллă служба управленийĕн 5-мĕш ĕçпе юсанмалли колонин коллективĕ ветерансен канашĕн председательне Елена Левановăна 55 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕ.

Елена Валерьевна 10 çул хушши унта техника тĕрĕслевĕн пайĕн мастерĕ пулса ĕçлет. Тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн вăл ведомствăн чылай наградине илме тивĕçлĕ пулнă, анчах та чи сумли уншăн - пĕрле ĕçлекенсем хисеплени. Вĕсем ăна юбилей ячĕпе саламланипе пĕрлех çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунчĕç.

Е. Леванова та парăмра юлмарĕ, ветерансен пурнăçĕпе интересленнĕшĕн, вĕсемпе яланах тимлĕ пулнăшăн учрежденире ĕçлекенсене тав турĕ.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники