Амăшĕн сăнарĕ - ырă ĕçсен тĕслĕхĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.11.2025, 14:15 Просмотров: 15

img 20251125 133301 md

Амăшĕн кунне эпир кăçал ноябрĕн 30-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Уяв çывхарас умĕн Кунерти вăтам шкулта 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем валли ятарлă мероприяти - «Пирĕн аннесен профессийĕсем» - иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - арçын ачасемпе хĕрачасене тĕрлĕ специальноçсемпе паллаштарнисĕр пуçне хамăрăн çывăх çыннăмăрсен тĕслĕхне тĕпе хурса яваплăх, профессири ăсталăх çинчен каласа кăтартасси.

Шкулта вĕренекенсем патне 7-мĕш класра вĕренекен Иван Шулаевăн амăшĕ Людмила Михайловна Шулаева пычĕ. Вăл ачасене хăйĕн пысăк пĕлтерĕ-шлĕ тата пурне те ырă тума пулăшакан ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Людмила Михайловна ватлăх енне сулăннă çынсене тата инвалидсене стационарта социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ шутланать. Ку профессие суйласа илнисем социаллă ĕçе лайăх пĕлнипе пĕрлех чун-чĕре ăшшине ытти çынсене те пама пултарнипе, чăтăмлă, ырă кăмăллă пулнипе палăрса тăраççĕ. М. Шулаева шкул ачисене социаллă учреждени мĕн ĕçпе ĕçлени, унта пурăнакансене мĕнле пулăшусем пани тата çак сфера обществăшăн мĕншĕн питĕ кирли çинчен каласа пачĕ.

Людмила Михайловна çавăн пекех Куславкка муниципаллă округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулса тăрать. Вăл ачасене халăх суйланă çыннăн мĕнле пулмалли, вĕсем вырăнта мĕнле ыйтусем татса пани, округра пурăнакансен интересĕсене хÿтĕлеме тивни, çавна май хăйсем çине депутатсем мĕнле пысăк яваплăх илни çинчен те каласа кăтартрĕ.

Çакнашкал тĕлпулусем питĕ усăллă пулни пирки калама та кирлех мар пулĕ. Вĕсем вĕренекенсен тавракурăмне ÿстереççĕ, малашне мĕнле професси суйласа илесси çинчен шухăшлаттараççĕ, ашшĕ-амăшĕсен ĕçне хисеплеме, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанма хавхалантараççĕ.

С. ТУШНИКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники