Ял хастарĕсенчен пĕри

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.11.2025, 14:16 Просмотров: 15

MVQd Dihnk4cBSZffu7NJLmy8xL2rIASQ9FUhAwAf6gw3IccSypLxG1Q 5wj5EUiFRdObeANz9ewTh9O0VsJlUmg

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн «Вăй-хала пĕрлештерсе: вырăнти самоуправлени тата ялти хастар хĕрарăмсем» проектне пурнăçласа Елчĕкри вăтам шкулта 7-10-мĕш классенче вĕренекенсем ялхуçалăхĕнче ăнăçлă ĕçлесе пыракан О. Васильевăпа тĕл пулчĕç.

Ольга Юрьевна - Николай Владимирович Васильевăн çемьепе тытса пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕн бухгалтерĕ. 2024 çулта вăл республикăра иртнĕ «Эпĕ - хĕрарăм» конкурса хутшăннă. «Манăн çемье - манăн пуянлăх» номинацире çĕнтерсе çемьере те ĕлкĕрсе пынине, хăйĕн профессине те лайăх пĕлнине кăтартса панă.

Ольга Юрьевна арçын ачасемпе хĕрачасене хăй çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ, хăвăн вăйна ĕненни, тăрăшса ĕçлени тата суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăнни пурнăçра питĕ кирлĕ пулнине палăртрĕ. Вăл каланине пурте тимлесе итлерĕç.

Çак мероприятие хутшăннă педагогсем тата хисеплĕ хăна вĕренекенсене умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пырсан кăна мĕн ĕмĕтленнине пурнăçлама пулни çинчен аса илтерчĕç.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники