Юнкун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, пирĕн республикăра Чăваш тĕррин кунне паллă турĕç. Çак куна регион Ертÿçин 2020 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнчи Указĕпе çирĕплетнĕ. Республикăра çак кун йăлана кĕнĕ йĕркепе «Ĕçе тата вĕренме - тĕрĕллĕ тумпа» акци иртрĕ.
Тĕрĕ чăваш халăхĕн наци мухтавĕ пулса тăрать. Пирĕн республикăна Атăл тăрăхĕ-нчи регионсенче çĕр пин тĕрĕ кĕтесĕ тесе калаççĕ.Чăвашсен тĕрри - ку вăл пир-авăр çине çырнă ятарлă çыру, унти йĕрсем пурнăç çулне кăтартса параççĕ, чĕрчун (выльăх-чĕрлĕх) сăнÿкерчĕкĕ - ĕçченлĕхе, хĕвел сăнарĕ - пурнăç çăлкуçне.
Çак чаплă уява халалласа Куславкка районĕнчи И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра ĕçлекенсем хăйсен аллипе тĕрленĕ наци тумне, алшăллисене кăтартса пачĕç. «Тĕрĕре чăвашăн чунĕ тесе ахальтен каламаçĕ. Кашни эрешре хăйĕн асамлăхĕпе вăрттăнлăхĕ пур. Харпăр хăй аллипе тĕрлесе хатĕрленĕ наци тумĕ - чăннипех те илемлĕ. Вĕсенче пирĕн аннесемпе асаннесен, кукамайсен аллисен ăшши упранать, çавăнпа чылай çемьере тĕрленĕ япаласене ăруран ăрăва парнелесси йăлара»,- тет район больницин тĕп врачĕ Марина Макарова.
Р. КОВАЛЕВА.
Ноябрь 2025 |
