Ноябрĕн 30-мĕшĕнче хулари тĕп библиотекăра Вырăс географи обществин пĕтĕм тĕнчери çутĕç акцийĕ «Географи диктанчĕ» иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - тĕнчери халăха пĕрлештерсе çирĕппĕн ырă та çутă малашлăха утасси. Акцине Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш «б» класра вĕренекенсем те хутшăнчĕç.
Мероприятие уçнă май библиотекăра ĕçлекен Наталия Малова ăна çулсерен ирттерни, вăл географипе интересленекенсемшĕн чăн-чăн уяв вырăнĕнче пулни çинчен пĕлтерчĕ. Асăннă темăпа пĕрремĕш диктанта 2015 çулта çырнă пулнă. Унтанпа акцине хутшăнакансен йышĕ тăватă миллионран та иртнĕ. Тĕнчери çутĕç акцийĕ географине мĕнле пĕлнине тĕрĕсленипе пĕрлех халăхăн тавракурăмне пуянлатать. 10 çул хушшинче диктанта Раççейпе пĕрле 137 çĕршывра çырма хутшăннă. Акцине çулран çул тĕрлĕ професси çыннисем хутшăнаççĕ: студентсемпе вĕрентекенсем, тухтăрсем, актерсемпе спортсменсем, çулçÿревçĕсем тата ыттисем те. Пурте хăйсем географине юратнине палăртаççĕ.
Наталия Анатольевна диктанта çырмалли йĕркепе, унти темăсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, пурте кăçал паллă тунă юбилейсемпе çыхăннă. Вĕсене ытларах Вырăс географи обществине туса хунăранпа 180 çул çитнине, Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕ-ренпе - 80, Çурçĕр тинĕс çулне алла илнĕренпе 500 çул çитнине халалланă.
Ун хыççăн Куславккари 3-мĕш вăтам шкулти географи учителĕ Анастасия Казакова диктант икĕ пайран тăни çинчен пĕлтерчĕ. Пĕрремĕшĕнче чи ансат 10 ыйту çине хуравламалла пулчĕ. Иккĕмĕш пайне кăткăсрах 30 ыйту кĕртнĕччĕ. Вĕсем çине тĕрĕс хуравланипе хуравлайманнине кашниех диктанта пичетленĕ сайтра харпăр хăйĕн номерĕ тăрăх пĕлме пултарчĕ, мĕншĕн тесен ĕçе пурнăçланă хыççăнах пурте ятарлă сертификат тата кăтартусене пăхмалли код илчĕç.
«Географи диктанчĕ - хуть те хăш ÿсĕмри çыншăн та йывăр экзамен мар, интереслĕ викторина çеç. Вăл эпир географине мĕнле пĕлнине тĕрĕсленипе пĕрлех хамăр Тăван çĕршыв çинчен çĕнĕ фактсем пĕлме май парать. Çавăнпа диктант çыракансем пур ыйту çине те интересленсех хуравлама тăрăшрĕç»,- терĕ Н. Малова мероприяти вĕçленнĕ хыççăн.
Диктант çырма хутшăннисене пурне те ятарлă свидетельство пачĕç.
Декабрь 2025 |
