Ача сачĕсемпе, шулсемпе юнашар

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.12.2025, 14:42 Просмотров: 21

Вырăссен паллă писателĕн, поэчĕн Иван Крыловăн «Шăрчăкпа кăткă» юптарăвĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Тринки-транки сикекен шăрчăк тусăн юрласа çу иртни те сисĕнмен, пăхать калла çаврăнса - кĕр те иртнĕ, хĕл çитет». Шăрчăк тус ирĕксĕрех кăткă патне çул тытать, хĕл каçмашкăн хăйĕн патне илме ыйтать...

Хулари килсĕр кушаксене илес пулсан, вĕсен хĕллехи сивĕсенче ниçтах та кайма кирлĕ пулмĕ, мĕншĕн тесен ытларах чухне нумай хутлă çуртсен путвалĕсенче вырăн тупаççĕ. Октябрьски урамĕ-нчи «Радуга» ача садĕнчен инçех мар вара вĕсем валли икĕ пĕчĕк «çурт» туса лартнă. Кунтах кушаксене тĕрлĕ апат пырса параççĕ. Хуçасăр тăватă ураллă туссене хĕрхенсе апат çитерекенсем, ман шутпа, ырă ĕç тăваççĕ. Анчах та вĕсем хăйсем хыççăн каярах каяш куписем лартса хăвараççĕ-çке, тĕрлĕ чир-чĕр ертме пултараççĕ. Çавăнпа ача сачĕсем, шкулсем, культура учрежденийĕсем çумĕнче хуçасăр йытăсемпе кушаксене апат çитерессине йĕркелени вырăнлах-ши?

В. СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники