Учительсен пĕлÿ шайĕ пысăк

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.12.2025, 14:43 Просмотров: 19

ac2df5c3 6704 490f a313 799ac0854363 md

Чăваш Республикинче «Точка роста: от мечты до открытий» ятлă пысăк пĕлтерĕшлĕ фестиваль вĕçленчĕ. Вăл регионри 18 муниципаллă пĕрлешÿре ĕçлекен талантлă учительсене пĕр çĕре пухрĕ.

Çакă вĕрентекенсем асăннă мероприятипе хытах интересленнине çирĕплетсе пачĕ. Вĕсенчен кашниех тĕрлĕ номинацисенче хăйĕн пĕлĕвĕпе тĕлĕнтерме тăрăшрĕ. Çавăнпа çĕнтерÿçĕсене палăртма жюри членĕсене пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Экспертсем кăçал фестивале хутшăннисен профессири ăсталăхĕ ытти çулхисенчен чылай пысăкрах пулнине палăртрĕç. Учительсем суйласа илнĕ темăна тарăннăн тĕпченипе пĕрлех «Точка роста» центрсенчи хальхи йышши оборудованипе кулленхи пурнăçра тĕл пулакан ыйтусене татса памашкăн усă курма пĕлнине те кăтартма тăрăшрĕç.

Палăртма кăмăллă, пĕрремĕш номинацире, «Сăнав çивĕчлĕхĕ» ят панинче, Куславккари 3-мĕш вăтам шкулти Лариса Альбертовна Гладкова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Тĕрлемесри вăтам шкулти ĕç (технологи) учителĕ Екатерина Витальевна Мурзаева «Инженери олимпĕ - технологи пĕлтерĕшлĕ урок» номинацире виççĕмĕш пулчĕ.

В. ПЕТРОВА.

Ÿкерчĕк çинче: Е. Мурзаева.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники