Чи маттуррисем - энтрипасарсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.12.2025, 14:44 Просмотров: 18

Амăшĕн кунĕ ячĕпе пирĕн округра вуншар тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Эпир волейболла выляма юратакансем хушшинче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Куславккари уйрăмĕн призне çĕнсе илессишĕн ятарлă турнир та йĕркелерĕмĕр. Унта 7 команда хутшăнчĕ.

Турнира муниципалитет ертÿçи Алексей Людков, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Куславккари уйрăмĕн председателĕ Олеся Михайлова, «Атăл» спорт шкулĕн директорĕ Сергей Шмелев, Раççейри физкультурăпа спорт обществин профсоюзĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Василий Шоркин савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç, спортпа туслă хĕрсемпе хĕрарăмсене ăнăçусем сунчĕç.

Палăртма кăмăллă, турнирта Энтри Пасарĕнчи волейболистсене çитекеннисем пулмарĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене хулари 3-мĕш вăтам шкул тата ĕçпе юсанмалли колони командисем йышăнчĕç.

Ăмăртусене йĕркелекенсем пуринчен те лайăхрах вылянисене 4 номинацире палăртрĕç, çак хисепе Энтри Пасарĕнчи Анна Тургановăпа Майрам Файзуллоева, хулари 3-мĕш вăтам шкулти Ольга Афонина тата ĕçпе юсанмалли колони командишĕн вылянă Любовь Чернова тивĕçрĕç.

«Турнира округри территори пайĕсемпе учрежденисен командисем хутшăнчĕç. Спортпа туслисене пурне те хĕрарăмсен юхăмне аталантарма пулăшнăшăн тав тăватăп. Спорт малашне те пирĕн чун-чĕресене пĕрлештертĕр, çĕнтерÿсемпе савăнтартăр»,- терĕ Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Куславккари уйрăмĕн председателĕ Олеся Михайлова.

О. ВЛАДИМИРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники