Аслă Çĕнтерĕвĕн мухтавлă самолечĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.12.2025, 14:47 Просмотров: 17

BEwU22k2Wj20wIqFnyUM9nhNAeDheKCHljSD3QpAxohc5JPPqMh PtEKZoEqDzZRTaBIetZcOtySka25l2mFMcLW

Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш «в» класра вĕренекенсем хулари тĕп библиотека йĕркеленĕ «Аслă Отечественнăй вăрçă - Çĕнтерÿ çулĕ» ятлă ăстăн вăййине хутшăнчĕç. Ăна Раççей историйĕнче паллă вырăн йышăннă куна - Тăван çĕршыва фашизмран ирĕке кăларнине халалланăччĕ.

Арçын ачасемпе хĕрачасем малтанах «Ачасене - Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен» ятлă видеоролик курчĕç. Ун хыççăн ăна пурте пĕрле сÿтсе яврĕç, каярах вара пилĕк пайран тăракан вăййа хутшăнчĕç. Унти ыйтусенче Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи паллă событисем, паллă çар пуçлăхĕсем, вăрçă паттăрĕ-сем, Герой – хуласем тата çар мухтавĕн палăкĕсем çинчен каласа памаллаччĕ.

Ун хыççăн нумай профиллĕ ПО-2 бипланăн йывăç макетне пухма сĕнни вĕренекенсене уйрăмах интереслентерчĕ. Ку модель 13 детальрен тăрать, вĕсем пурте фанерăран, шкул ачисен çав пайсене инструкцире кăтартнă йĕркепе касса çыпăçтармаллаччĕ. Асăннă задание пурнăçланă чухне 9-мĕш «в» класра вĕренекенсем хаяр вăрçă çулĕсенче çак самолетсене Куславккари çурт-йĕр тăвакан заводра хатĕ-рленине аса илчĕç. Шăпах ĕнтĕ 1941 çулхи ноябрьте завод пĕрремĕш вĕçев аппарачĕсене туса кăларма тытăннă пулнă. Вĕсен фюзеляжĕпе çуначĕсене фанертан тата йывăçран тунă, çакă вара шутлă вăхăтра тата çăмăллăнах тÿпене вĕçсе хăпарма май панă, çĕр çинчен çĕкленсе кайма 100 метр та çитнĕ. Çав самолетсене халăхра ачашласа «Эски» тесе каланă, мĕншĕн тесен Рязань хулинчен Куславккана куçарнă авиаци завочĕн директорĕн хушамачĕ Эскин пулнă. Куславккара туса кăларнă ПО-2 самолета паян хамăр хулари Атăл хĕрринчи Çар мухтавĕн музейĕнче курма пулать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники